Что такое findslide.org?

FindSlide.org - это сайт презентаций, докладов, шаблонов в формате PowerPoint.


Для правообладателей

Обратная связь

Email: Нажмите что бы посмотреть 

Яндекс.Метрика

Презентация на тему Ваттисен самахесем презентация по окружающему миру

Содержание

Кÿртĕм. Ваттисен сăмахĕсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччĕн, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ÿкерĕннĕ. Халăхпа тата унăн чĕлхипе пĕрле ваттисен сăмахĕсем çуралаççĕ, халăх унпа пурăнать. Вĕсенче
Ваттисен сăмахĕсем Кÿртĕм.		Ваттисен сăмахĕсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен Атте – аннеАтте-аннерен хакли никам та çук тĕнчереВиççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, ВăрманКасма çăмăл - ÿстерме йывăр.Пĕр йывăç касрăн пулсан икĕ йывăç ларт.Вăрман Вĕренÿ Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм. Вĕрентекен пур чухне вĕренсе Ĕç, ĕçченлĕхĔç çынна илем кÿрет.Вĕренмесĕр вĕрен те явма çук теççĕ.Этем ĕçĕпе ырă.Кайăк Ĕç тăрантарать. кахал пăсать.Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.Ĕç тăрантарать, кахал КĕнекеКĕнеке çынна Сăмах.Сăмах патăн – пурнăçла.Сăмах ылтăнпа пĕр.Чĕлхепе Атăла та пĕвелеме пулать.Сăмаха каличчен пуç Сăпайлăх.Пĕрре усал туни пин хут лайăх тунине çухатать.Сĕтел хушшине ыттисенчен мала ларма СывлăхÇынна пурлăхран ытла сывлăх кирлĕ.Сывлăха пĕтерме çăмăл, тавăрма йывăр.Сывлăхран хакли нимĕн те Çăкăр.Çăкăртан аслă ан пул.Çăкăр – халăх пуянлăхĕ.Çăкăр вăл - çĕр-аннемĕр парни.Çăкăр вăл Телей.Телей тени çул çинче выртмасть.Телей пан улми мар, алла тăсса татма çук.Телей Туслăх.Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр. Шанчăклă тусăн хакĕ çук.Туслăха укçалла илеймĕн.Туслăх кантăк пек, Юлташ.Юлташу хăвăнтан лайăх пултăр.Юлташсăр çын туратсăр йывăç пек.Ырă çынпа паллаш, усал çынтан Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр1) Ырă çынпа палаш…2) Кам нумай вулать…3) Ватасси Ваттисен сăмахĕсене куçарăр.1 вариант1.Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ пултăр.2. Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ.3. Калава ваттисен сăмахĕпе пĕтĕмлетĕр. Кушак аçипе çерçи.Пĕррехинче кушак аçи хĕвел çинче хĕртĕнсе
Слайды презентации

Слайд 2 Кÿртĕм.
Ваттисен сăмахĕсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă

Кÿртĕм.		Ваттисен сăмахĕсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша

сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччĕн, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен

сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ÿкерĕннĕ.
Халăхпа тата унăн чĕлхипе пĕрле ваттисен сăмахĕсем çуралаççĕ, халăх унпа пурăнать. Вĕсенче кулянни, пурнăç опычĕ, философийĕ палăрать. Ваттисен сăмахĕсем авалхи, анлă усă куракан жанр шутланаççĕ.
Ваттисен сăмахĕсем – ваттисем ăс парса, вĕрентсе каланă сăмахсем. Вĕсен тĕп тĕллевĕсем: ачан тĕнчекурăмне аталантарасси, ăна илемлĕхе курма-туйма пулăшасси, ырăпа усала, лайăхпа начара уйăрма вĕрентесси, ĕçе хăнăхтарасси. Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли вĕрентÿ кĕнекисенче ваттисен сăмахĕсем чылай. Урокра вĕсемпе усă курни вĕренекенсене шухăшлама, ĕçлеме, пурăнма вĕрентет. Ваттисен сăмахĕсем вĕрентÿ, воспитани ĕçĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ. Г.Н. Волков, халăх педагогикине ăслăлăх тĕлĕшĕнчен йĕркелесе яраканĕ, ваттисен сăмахĕсенче илемлĕх, кăмăл-сипет, дидактика никĕсне асăрханă, тарăн тĕпченĕ. «Чувашская этнопедагогика» кĕнекинче вăл ваттисем сăмахĕсем пирки çапла çырнă: «Пословицы и поговорки главной своей целью имеют формирование нравственного облика подрастающего поколения: само название их ассоциируется с представлением о поучениях, нравоучениях…»
Ваттисен сăмахĕсене ку таранччен сахал тĕпченĕ.Чĕлхеçĕсем вĕсене сайра хутра çеç чăваш чĕлхин ку е вăл ыйтăвне çирĕплетнĕ чух ÿкерчĕк пек усă курнă. Ваттисен сăмахĕсенче халăх тăван çут çанталăк , унăн пулăмĕсем çине мĕнле пăхни, тавракурăмĕ палăрнă. Чăваш чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем çинчен Н.В.Никольский, Н.А.Андреев, М.Ф.Чернов, И.С.Серов çырнă.


Слайд 3 Атте – анне
Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере
Виççĕри

Атте – аннеАтте-аннерен хакли никам та çук тĕнчереВиççĕри ывăл ача ашшĕне

ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕрача амăшне пулăштăр.
Çын

пуласси ачран паллă.
Аçу - аннÿне хисепле.
Амăшне хирĕç вĕрекен анчăк кашкăр кулли пулнă.
Амăшĕ епле, хĕрĕ çапла.
Амăш сĕчĕпе тăн кĕмесен качака сĕчĕпе тăн кĕмест.
Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать.
Аçу - аннÿ чысне нихçан та ан ман.
Ват çын сăмахĕ ватăлмасть теççĕ.
Ватта сума сăвакан хăй те ватă пулакан.
Ватта курсан çĕлĕке ил.
Ват çын – тăват çын.
Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть.
Ывăлне кура ашшĕ ватăлнă.
Пилсĕр çынна хурлăх пусса антарать.
Ашшĕ – амăш пиллĕхĕ вутра та çунмасть, шывра та путмасть.
Ашшĕ – амăш варĕ ывăл – хĕрте, ывăл – хĕр чĕри упара.
Арçын ача ашшĕ çумне, хĕр ача амăш çумне çыпăçать.
Хĕрарăмсăр кил - çулăмсăр вучах, ар çынсăр кил - хĕвелсĕр кун.

Слайд 4

Ăс
Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн.
Алăра ĕç пултă, пуçра ăс пултăр.
Ăс-тăна мĕн виличчен пухас пулать.
Ватти ăс памасăр çамрăкки вĕренеймест.
Ăса ĕмĕрĕпе пухаççĕ.
Ăса мул тумасть, мула ăс тăвать.
Ăслă çын нихçан та çынна ухмах темест.
Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть.
Ăслă çынпа тус пулсан ăслă пулăн, ухмахпа тус пулсан ухмах пулăн.
Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать.
Ăсли ăсласа иличчен ухмаххи персе ярать.
Ăслă çынпа тус пулсан ăслă пулăн, ухмахпа тус пулсан ухмах пулăн.
Ырă калаçнă çĕре çу тумлать, усал калаçнă çĕре юн тумлать.
Инçе шухăшла та, çывăхра пурăн.
Кашни хăйĕн ăсĕпе пурăнать.
Ăсран катăк пулмасан – çынран катăк мар.
Мул – эрнелĕх, ăс – яланлăх.
Вăйлăран вăйли пур, ăслăран ăсли пур.
Калаканни маннă тет, итлекенни манман тет.
Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть.
Вăйпа пĕрне çĕнĕн, пĕлÿпе пине çĕнĕн.
Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ăсĕпе.

Слайд 5 Вăрман

Касма çăмăл - ÿстерме йывăр.
Пĕр йывăç касрăн

ВăрманКасма çăмăл - ÿстерме йывăр.Пĕр йывăç касрăн пулсан икĕ йывăç

пулсан икĕ йывăç ларт.
Вăрман пек пуянни çук, уй пек

асли çук.
Йывăçа лартма часах та, уссине курма часах мар.
Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук.
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.
Вăрман çур тăлăп.
Вăрмана мар, вăрмантан вутă турттараççĕ.
Вăрмантан туясăр килмеççĕ.
Йывăççине кура çимĕçĕ.
Вăрман çур тăлăп.
Юман кĕрĕкпе те çара пуçăн çеç йĕркеллĕ ÿсет.

Слайд 6 Вĕренÿ
Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм.

Вĕренÿ Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм. Вĕрентекен пур чухне

Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл.
Вĕрентсен упа та ташлама

вĕренет.
Вĕреннĕ çын вĕренерен те хурама тăвĕ.
Вĕреннĕ çын виçĕ айванран ирттерет.
Вĕреннĕ çынна виçĕ айван вĕрентес çук.
Вĕренни мулран хаклă.
Вĕренни çăкăр ыйтмасть.
Вĕреннĕ çын – тăватă çын.
Ватта итлес пулать, çамрăка вĕрентес пулать.
Вĕренмесĕр вĕрен те явма çук теççĕ.
Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет.
Ăса ачаран пух, çырма пĕчĕкрен вĕрен.
Вĕреннĕ чух ĕçлесе пыр, ĕçленĕ чух вĕренсе пыр.
Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть.
Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен.
Хутла пĕлнинчен ырри çук.
Вĕренме ан ÿркен, ÿлĕм хăвнах кирлĕ пулĕ.
Вĕренни – вăй.

Слайд 7 Ĕç, ĕçченлĕх
Ĕç çынна илем кÿрет.
Вĕренмесĕр вĕрен те явма

Ĕç, ĕçченлĕхĔç çынна илем кÿрет.Вĕренмесĕр вĕрен те явма çук теççĕ.Этем ĕçĕпе

çук теççĕ.
Этем ĕçĕпе ырă.
Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ăсĕпе.
Кам

ĕçре малта, çав маттур ялта.
Ĕçрен куç хăрать те, алă тăвать.
Чĕлхÿпе васкиччен ĕçÿпе васка.
Çын ĕçĕпе паха.
Ĕç ĕçлемесĕр ÿсĕнмест.
Ĕçрен хăраман ăста пулнă.
Ĕç вăл – пурнăç илемĕ.
Ир тăнă кайăк тутă пулнă тет.
Ĕçченĕн ĕçĕ ăнсах пырать.
Ĕçчен алă ĕç тупать.
Алă - ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест.
Ĕçлеме çеç ан ÿркен – пурте пулать.
Чĕлхепе мар, ĕçпе мухтан.
Ялан вăйă мар, ĕçлес те пулать.
Кам ырă ĕç тăвать, унăн ячĕ ĕмĕре юлать.
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.
Ĕçне кура – хисепĕ.
Ăсти епле - ĕçĕ çапла.
Ĕçченĕн ĕçĕ ăнсах пырать.
Ĕçрен хăракан ырă курман.



Ÿркевлĕх ÿкерет, пите пĕçертет.
Уçламасăр услам çу та пулмасть.
Пурнăç тăвас тесен тарличчен ĕçлес пулать.
Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ.
Çывăракан тилĕ чăх тытмасть.
Яшка вутпа пиçет, этем ĕçпе пиçет.
Кам ытларах ĕçлет, çав ытларах илет.
Ĕçленĕ чух апат тутланать.
Ĕçе ыранччен хăварсан ĕмĕрлĕх юлать.
Ĕçлеме ÿркенекен хăй пуçне çухатнă.
Ĕç апат ыйтмасть, вăл хăй тăрантарать.
Ансата кĕтекене хăйне йывăр пулнă.
Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет.
Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар.
Иккĕн икерчĕ çиме, саккăрăн вăрман касма лайăх.


Слайд 8 Ĕç тăрантарать. кахал пăсать.
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй

Ĕç тăрантарать. кахал пăсать.Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.Ĕç тăрантарать,

санран хăратăр.
Ĕç тăрантарать, кахал пăсать.
Паян тумалли ĕçе ырана ан

хăвар.
Çĕр çинче этем туман ĕç çук.
Ир тăракан çерçи тулă пĕрчи тупнă.
Аллусене кĕсьере ан тыт.
Кахал урине тăхăннă çĕре ĕçчен ĕçне туса пĕтернĕ.
Ĕçлесе тупнă укçа виличченех тăрантарать.
Ырă ĕç хăйне хăех мухтать.
Усал ĕçпе ырă ят илтеймĕн.
Тÿрĕпе кукăр килĕштермеççĕ.
Ĕçне кура кашăк шыра.
Чĕлхÿпе ан васка - ĕçÿпе васка.
Пысăк ĕç пĕчĕккинчен пуçланать.
Ир тăнă кайăк тутă пулнă тет.
Алă - ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест.
Ÿркенмен ăста пулнă.
Куç хăрать те, алă тăвать.
Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр.
Халăхпа вĕрсен хапха та уçăлать.
Ярăнас килет пулсан çунашкине туртма ан ÿркен.




Слайд 9

КĕнекеКĕнеке çынна ăс пухма пулăшать.Кĕнеке пурне


Кĕнеке
Кĕнеке çынна ăс пухма пулăшать.
Кĕнеке пурне те

пĕлет.
Пĕлÿ çăлкуçĕ – кĕнекере.
Кĕнекепе туслан, пурнăçра ăслă пулан.
Кĕнеке пĕлет те калаçмасть.
Кĕнеке вула, кĕнекене сыхла.
Кĕнекÿне вула та ĕçне ан пăрах.
Кĕнекÿ пулсан телей пур сан.

Кĕркунне.
Кĕрхи пуян - хĕл ăшши.
Кĕрхи кун – тутă кун.
Кĕр пуйтарать. çур çухатать.
Кĕркунне какай, çуркунне серте тутлă.
Кĕркунне çерçи те пуян.
Кĕр мăнтăр, çур ырхан.
Кĕр пуçтарать, çур çухатать.
Кĕрхи çумăр татах килет, çурхи çумăр çулпа иртет.
Кĕр хăна пухать.
Кĕр çимĕçпе пуян.
Кĕрпе кĕрĕк тăхăн.


Слайд 10

Паттăрлăх. Паттăрсем çапăçура

Паттăрлăх.

Паттăрсем çапăçура çуралаççĕ.
Кам çĕршыва юратать, вăл тăшмана кураймасть.
Пуçна çухатсан та, чысна ан çухат.
Тăван çĕршыв – анне, ют çĕршыв - амаçури.
Тÿрĕпе кукăр килĕштермеççĕ.
Çип çинçе çĕртен татăлать.
Хăюлăх чул ватать.
Паттăр вилет те ыр ят юлать.
Паттăр ячĕ ĕмĕре, хăравçăн виç куна.
Паттăрлăх çапăçу хирĕнче курăнать.


Пуян, пуянлăх

Пуянăн вăкăрĕ те çăмарта тăвать.
Пуян çыннăн кушакĕ те пулă тытать.
Вăл алă çын аллипе, хĕрĕх çын хÿттипе пурăнать.
Çын мулĕ кĕмесĕр çын пуймасть.
Пуян çыннăн пÿрнине кассан та юн юхмасть.
Туртаканĕ ларса пыраканнине юратман.
Ырă ячĕ хуçине, хаяр ячĕ тарçине.
Хуçине кура тарçи.
Пуянлăх вăл – сывлăх.
Пуян çынăн пăрçи те хытă.
Пуянăн ĕни те сакăр ураллă.
Пуянăн тăванĕ те пуян.


Слайд 11 Сăмах.

Сăмах патăн – пурнăçла.
Сăмах ылтăнпа пĕр.
Чĕлхепе Атăла та

Сăмах.Сăмах патăн – пурнăçла.Сăмах ылтăнпа пĕр.Чĕлхепе Атăла та пĕвелеме пулать.Сăмаха каличчен

пĕвелеме пулать.
Сăмаха каличчен пуç тавра виççĕ çавăрса шухăшла.
Сивĕ

яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет.
Çынна сăпайлăх илем кÿрет.
Шăрчăк çыннăн турти кĕске.
Усал сăмах утпа çÿрет, ырри – çуран.
Ут вĕçерĕнет – тыттарать, сăмах вĕçерĕнет – тыттармасть.
Усал хыпар – тÿр çулпа, ырă хыпар – тавра çулпа.
Ырă хыпар – ырхан лаша çинче, усал хыпар – урхамах çинче.
Сăмах ылтăнпа пĕр.
Сăмахпа мар, ĕçпе ту.
Сăмах вăйне вăкăр вăйĕ çитмен.
Сăмахшăн кивçене каймаççĕ.


Слайд 12 Сăпайлăх.

Пĕрре усал туни пин хут лайăх тунине çухатать.
Сĕтел

Сăпайлăх.Пĕрре усал туни пин хут лайăх тунине çухатать.Сĕтел хушшине ыттисенчен мала

хушшине ыттисенчен мала ларма ан васка.
Апат çинĕ чух ан

калаç.
Çинĕ чухне ан чаплаттар.
Калаçакана ан пÿл.
Санпа калаçакан хăлхасăр мар пулсан ан кăшкăр, сассуна ан хăпарт.
Аслисене сывлăх суннă чухне аллуна малтан ан тăс, тăхта.
«Эпĕ» сăмахпа час – час усă ан кур.
Кама та пулин кансĕрлесен каçару ыйтма ан ман.
Аллусене кĕсьере ан тыт.
Атăл хĕррине çитмесĕр аттуна ан хыв.
Ватăсемпе сурăхсенчен ан кул.
Айван çынпа ан тавлаш.
Упине тытмасăр тирне ан сÿ.
Сăмах патăн – пурнăçла.
Сăмах ылтăнпа пĕр.
Алăк патĕнче вырăн пур чух тĕпеле ан ирт.
Ура тĕпелте хывакан ырă çын мар.
Каякан хăнана татах кил теме ан ман.

Çын патĕнче урай шăлма хушман.
Аван çыннăн алли - ури те аван.
Ăслă çын нихçан та çынна ухмах темест.
Ирĕклĕ çын икĕ вăйлă.
Кăмăллă çыншăн пурте кăмăллă.
Ырă вăрлăхран – ырă çимĕç.
Лăпкă тинĕс те хумханать.
Таса çăлра – таса шыв.
«Килех» теме йăла пур, «каях» теме йăла çук.
Алла тытман кайăкăн тĕкне татма çук.
Чавкашăн чавка йăли лайăх, чакакшăн чакак йăли лайăх.
Çăла ан сур – хăвăнах ĕçмелле пулĕ.
Айăпа кĕрен - каçару ыйт.
Ыр çын патне чĕнмесĕрех хăна пырать.
Килте ларакан тăмана пулнă, тухса çÿрекен хурчка пулнă.


Слайд 13 Сывлăх

Çынна пурлăхран ытла сывлăх кирлĕ.
Сывлăха пĕтерме çăмăл, тавăрма

СывлăхÇынна пурлăхран ытла сывлăх кирлĕ.Сывлăха пĕтерме çăмăл, тавăрма йывăр.Сывлăхран хакли нимĕн

йывăр.
Сывлăхран хакли нимĕн те çук.
Хăвна ху таса тыт -

сывлăхлă пулăн.
Сывлăх пĕрре, мул нумай.
Сывлăх пулсан мул пулать.
Сывлăха ылтăнпа памаççĕ.
Сывлăха мул сыхлать.
Сывлăх пулсан пуринчен пуян.
Сывлăха укçа парса илме çук.
Сывлăх пултăр, сывлăх пулсан мул пулать.
 



Слайд 14 Çăкăр.

Çăкăртан аслă ан пул.
Çăкăр – халăх пуянлăхĕ.
Çăкăр вăл

Çăкăр.Çăкăртан аслă ан пул.Çăкăр – халăх пуянлăхĕ.Çăкăр вăл - çĕр-аннемĕр парни.Çăкăр

- çĕр-аннемĕр парни.
Çăкăр вăл – чи хакли.
Çăкăр вăл –

пурнăç.
Çăкăрта пирĕн вăй - хал.
Çăкăр - çĕртен, вăй - çăкăртан.
Çăкăр – чи ырри. Çав тери усал тĕнчере те,
çав тери усал çын та çăкăра ырăпа çеç асăнать.
Çăкăр тутине ĕçлекен пĕлет.
Çăкăртан аслă пулаймăн.
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.
Çăкăр хырăм хыççăн çÿремест.
Килекен çынна çăкăр лартма хушнă.
Выçсан çăкăр тутлă ялан, пыл та йÿçĕ тăрансан.
Тăснă çăкăртан пăрăнмаççĕ.
Çăкăр – тăвар хире – хирĕç.
Çăкăр пĕрчĕрен пулать.


Слайд 15

ÇуллаÇуллахи кун çулталăк

Çулла
Çуллахи

кун çулталăк тăрантарать.
Çу иртсен çырлана çÿремеççĕ.
Çу иртсен çырла татма каймаççĕ.
Çулла çĕр кĕске те, кун вăрăм.
Çу ăшшине хĕве чикеймĕн.
Çулла çимĕç хатĕрле, хĕл хырăмĕ аслă.
 Çу – пухма, хĕл – çиме.

Çын
Çын ăш-чикĕ - хура вăрман.
Кăмăлĕ мĕнле - чунĕ çапла.
Шухăшлă çыннăн ыйхи кĕске.
Çынна сăпайлăх илем кÿрет.
Шăрчăк çыннăн турти кĕске.
Ырă çынпа çул кĕске.
Çынсăр çын пурăнаймасть.
Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пурăнтăр.
Çынна ан тирке, хăвна та тиркемĕç.
Ырă ут та такăнать, ырă çын та йăнăшать.
Ыр çын патне чĕнмесĕрех хăна пырать.
Вырăс çынни - ырă çын.
Этем этемпе пурăнать.
Этем вăл кашкăр маар.
Йытă – качка вăрçса паллашать, этем калаçса паллашать.
Çын ăш-чикĕ - хура вăрман.
Йăваш çынтан кушак та кулать.
Усал çынпа çула ан тух.
Çынна пани сая каймасть.
Çын ĕçре телей тупать.
Çын ĕмĕрĕ пĕр пек пулмасть.


Слайд 16

Тăван çĕршыв.Кам çĕршыва

Тăван

çĕршыв.

Кам çĕршыва юратать, вăл тăшмана кураймасть.
Пуçна çухатсан та, чысна ан çухат.
Тăван çĕршыв – анне, ют çĕршыв - амаçури.
Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук.
Тăван çĕр - шыв – çуралнă çĕр - шыв.
Тăван çĕр – шыв – юратнă тăван анне.
Тăван çĕр - шыва куç шăрçи пек сыхла.
Тăван çĕр – шыв хÿтти, сан пуласлăхăн хÿтти.



Тăван чĕлхе, чĕлхе.

Тăван чĕлхе – иксĕлми ăс – тăн çăлкуçĕ.
Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.
Чĕлхе – тăван, чĕлхе – тăшман.
Чĕлхе – çын тĕрекĕ.
Чĕлхепе Атăл та пĕвелеме пулать.
Чĕлхене пуртă витмен.
Чĕлхепе маар, ĕçпе мухтан.
Чĕлхе таçта та çитерет.
 


Слайд 17
Телей.
Телей тени çул çинче выртмасть.
Телей пан улми мар,

Телей.Телей тени çул çинче выртмасть.Телей пан улми мар, алла тăсса татма

алла тăсса татма çук.
Телей сывлăшра вĕçмест, ăна ĕçре тупмалла.
Телее

шан, ĕçлеме ан ман.
Телей хăвпа юнашар, тет.
Телей ухмаха пулăшать.
Телей телее шырать.
Телей пăхнипе килмест.
Телее кура пурнăçĕ.
Теле шанса алă усса ан лар.
 

Типтерлĕх.

Мăйăра кайсан çырла татмаççĕ.
Пĕр кун каймалăх пулсан виçĕ кунлăх çăкăр ил.
Пурти пулсан аври тупăнать.
Пурнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ.
Инçе хурсан илме çăмăл.
Юрăсăр çын – юрлă çын.
Тĕпсĕре нимĕн те çитмест.
Кивви пулмасан çĕнни пулмасть.
Шутласа пухнине шутламасăр ан салат.


Слайд 18 Туслăх.
Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр.
Шанчăклă тусăн хакĕ çук.
Туслăха

Туслăх.Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр. Шанчăклă тусăн хакĕ çук.Туслăха укçалла илеймĕн.Туслăх кантăк

укçалла илеймĕн.
Туслăх кантăк пек, ватсан – тÿрлетеймĕн.
Кайăк çуначĕсемпе вăйлă,

çын – туслăхпа.
Туссăр çын тымарсăр йывăç пекех.
Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пурăнтăр.
Туслăхран хакли ним те çук.
Ютпа ют çывăх туслашни тăван - хурăнташран та хаклăрах.
Пĕр çын сурать – типсе пырать. çĕр çын сурать – кÿлĕ пулать.
Кирек хăш пÿрнене кассан та ыратать.
Этем пурте пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та.
Хура халăх пĕр пулсан хура çĕр çинче те кимĕ шăвать.
Пĕрлешÿре - вăй. Пур та пĕтет, çук та пĕтет, туслă пурăннине ним те çитмест.
Кам никама та ырă тумасть, ăна пурăнма кансĕр пулать.
Пĕччен пĕр ĕç, халăхпа çĕр ĕç пулать теççĕ.
Тумлам шыв тинĕсе пулăшать.
Пĕрлĕхре – вăй.
Кашкăр кашкăра катаран курать.



Слайд 19
Юлташ.

Юлташу хăвăнтан лайăх пултăр.
Юлташсăр çын туратсăр йывăç пек.
Ырă

Юлташ.Юлташу хăвăнтан лайăх пултăр.Юлташсăр çын туратсăр йывăç пек.Ырă çынпа паллаш, усал

çынпа паллаш, усал çынтан тар.
Юлташ лайăххи инкекре курăнать.
Çĕр тенкĕ

пуличчен çĕр юлташ пултăр.
Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр.
Шанчăклă тусăн хакĕ çук.
Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш.
Тусу пулмасан – шыра, тупсан – упра.
Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр.
Ача чух алă тус, хĕр чух хĕрĕх тус.
Укçапа пуйиччен туспа пуй.
Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр.
Пĕр тăшман пуличчен çĕр тус пултăр.
Юлташна ан пăрах, юлмăн хăрах.
Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук.
Çыншăн çын – тус, юлташ, тăван.
Ырă юлташпа çула тухма шанчăклă.
 


Слайд 20 Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр
1) Ырă çынпа палаш…
2) Кам нумай

Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр1) Ырă çынпа палаш…2) Кам нумай вулать…3) Ватасси

вулать…
3) Ватасси çăмăл та…
4) Куç хăрать те…
5) Алăра ĕç

пултăр…
6) Ĕçрен ан хăра,
7) Ĕç тăрантарать….
8) Вăрман пек пуянни,
9) Выçăлла пур апат та тутлă,
10) Ĕни хура та
11) Кĕр пуçтарать,…
12) Вĕренни – çутă,
13) Чĕлхÿпе васкиччен
14) Кам нумай вулать,
15) Упине тытмасăр

а) вăл нумай пĕлет.
ă) кахал пăсать.
б) çур çухатать
в) пуçра ăс пултăр
г) алă тăвать.
д) уй пек асли çук.
е) тăвасси хĕн.
ё) вăл хăй санран хăратăр.
ĕ) усал çынтан тар.
ж) вĕренменни - тĕттĕм.
з) тирне ан сÿ.
и) тутăлла пыл та йÿçĕ.
й) ĕçÿпе васка.
к) сĕчĕ шурă.
л) вăл нумай пĕлет.


Слайд 21 Ваттисен сăмахĕсене куçарăр.
1 вариант
1.Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ

Ваттисен сăмахĕсене куçарăр.1 вариант1.Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ пултăр.2. Çиччĕн пĕррене

пултăр.
2. Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ.
3. Çăкăр хырăм хыççăн çÿремест.
4. Хут

çине çырнине пуртăпа та касса тăкаймăн.
5. Кĕнеке пурне те пĕлет.
6. Куç хăрать те, алă тăвать.
7. Çăла ан сур – хăвăнах ĕçмелле пулĕ.
8. Ĕç тăрантарать, кахал пăсать.
9. Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм.
10. Вĕрентсен упа та ташлама вĕренет.
11. Сăмах патăн – пурнăçла.

2 вариант
1.Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать, йывăç - варринчен.
2. Чĕлхÿпе ан васка - ĕçÿпе васка.
3. Çип çинçе çĕртен татăлать.
4. Инкек пĕччен килмест.
5. Паттăрсем çапăçура çуралаççĕ.
6. Шыраканни тупать теççĕ
7. Чысна çамрăкран упра.
8. Телей тени çул çинче выртмасть.
9. Парне мар, ырă кăмăл хаклă.
10. Аçу - аннÿне хисепле.
11. Туслăха укçалла илеймĕн.

Кирлĕ куçарусем.
а) Семеро одного не ждут.
ă) Работа кормит, лень портит.
б) Не плюй в колодец, самому придётся пить.
в) Дал слово – выполняй.
г) Глаза боятся, а руки делают.
д) Если дрессировать, то и медведь научится танцевать.
е) Ученье – свет, а не ученье – тьма.
ё) Что написано пером, не разрубишь топором.
ĕ) Хлеб за брюхом не ходит.
ж) Не имей сто рублей, а имей сто друзей.
з) Книга всё знает.

Кирлĕ куçарусем.
а) Береги честь с молоду.
ă) Кто ищет, тот всегда найдёт.
б) Уважай родителей.
в) Нитка рвётся там, где тонко.
г) Беда одна не приходит.
д) Счастье на дороге не валяется.
е) Не спеши языком, торопись делом.
ё) Дорог не подарок, а внимание (Добрая душа).
ĕ) Рыба гниёт с головы, дерево – с коры.
ж) Дружбу за деньги не купишь.
з) Герои рождаются в бою.


  • Имя файла: vattisen-samahesem-prezentatsiya-po-okruzhayushchemu-miru.pptx
  • Количество просмотров: 153
  • Количество скачиваний: 0